Ӗнер, шӑматкун, каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнче 55 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра сывлама пӑрахнӑ.
«Приора» машинӑн кустӑрми айне Шупашкарта пурӑннӑ 55-ри хӗрарӑм лекнӗ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Анчах ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитенӗ. Анчах 2 сехетрен унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
«Приора» рулӗ умӗнче Муркаш районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын ларнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулман.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.
Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.
Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Нарспи» клубӗнче «Арман» уяв иртӗ. Пимен тата Надежда Васильевсем «Сарпике» халӑх ансамбльне ҫӳрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ҫемье ташшине вӗрентӗҫ.
Надежда Викторовна хӑйӗн пултарулӑхне 1988 ҫулта «Нарспи» ансамбльте пуҫланӑ. Халӗ вӑл — Шупашкар районӗнчи Мошкассинчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗн балeтмeйстeрӗ, асӑннӑ районти Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамбльне ҫӳрет.
Пимeн Юрьeвич 1990 ҫулта Шупашкар районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ташӑ ансамбльне ҫул хывнӑ. Халӗ вӑл «Сурпан» тата «Шордан» ансамбльсенче ташлать.
«Арман» клуба Шупашкарти Эльгер урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ӳнер академине йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этнокомплексра наци Хӗл Мучийӗсен фестивалӗ иртӗ. Ун пек мероприятие унта пуҫласа йӗркелӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ.
Этнокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫулне халалланӑ. Ҫавна май пирӗн Хӗл Мучи кӳршӗллӗ регионсенчи Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп сӑнарне хӑнана йыхравлас тенӗ. Уява Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчен Кыш Бабай, Удмурт Республикинчен Тол Бабай, Мӑкшӑ Республикинчен Якшамо Атя, Мари Элтан Йушто Кугыза килсе ҫитӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Йӗлтӗр йӗрӗ» массӑллӑ спорт ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хуласенче ҫеҫ мар, хӑш-пӗр ялта та йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакансем те йӗлтӗр сырса тухнӑ. Унта Мӑштавӑш ялӗнчи ҫынсем те хутшӑннӑ. Йӗлтӗр сырса чупнӑ чи кӗҫӗн ҫын 4 ҫулта пулнӑ. Чи асли вара - 72 ҫулти ҫын. Вӗсене ятарлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ.
Йӗлтӗрпе чупакансем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Уҫӑ сывлӑш, лайӑх ҫанталӑк вӑй-хал хушнӑ. Ӑмӑрту вӗҫленсен ял ҫыннисем вӗри чей ӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем.
Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ.
Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, мӗн те пулин ҫӗннине шухӑшласа кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ.
Шкулти «Ӑста калем» кружока ҫӳрекенсем журналистикин пӗрремӗш утӑмне тунӑ май хӑйсене тележурналист вырӑнӗнче туйса курнӑ.
Кружок ертӳҫи, шкулта чӑваш чӗлхипе литеатурие вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 класра вӗренекенсем 9 класс ачисенчен интервью илнӗ.
Кружок ертӳҫипе ун пулӑшуҫи Наталья Никифорова аслӑ пионервожатӑй (видео ӳкерессишӗн тата ӑна монтаж туса йӗркене кӗртессишӗн Наталья Станиславовна яваплӑ) малтанхи кӑларӑмра 8 тата 9 класра вӗренекенсене пурне те явӑҫтарас, кӑсӑклантарса ярас тӗллев лартнӑ. Ҫитес кӑларӑмсенче вӗсем шкулти ытти ачана та хутшӑнтарма палӑртнӑ.
Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисене стационарта сиплеме пӑрахӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, унчченхи ӗҫ режимӗ патне таврӑннӑ май пульница малтанхилле ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки паян иртнӗ кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларура республикӑн сывлӑх сыхлав ӗҫ министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе Шупашкар район пульницине вырттарассине паян вӗҫлӗпӗр», — тенӗ вӑл.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Канашри тӗп район пульницинче, Вӑрнар районӗнчи пульницӑра пӑрахнӑ.
Хальхи вӑхӑтра 14 медицина организацийӗнчее кӑшӑлвируслисем валли 2400 ытларах койка пӑхса хӑварнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкар районӗнче ҫул ҫинчи инкек пулса иртнӗ. Унта юрҫӳренпе автомобиль ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, юрҫӳрен хирӗҫ пыракан ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ. Унта вӑл «Лада Веста» машинӑпа ҫапӑннӑ. Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, унӑн пассажирне, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 36-ри арҫынна, пульницӑна ӑсатнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн юрҫӳрен хыпса илнӗ.
Ҫӑмӑл автомобилӗн 22 ҫулти водителӗ аманман. Вӑл Вӑрнар районӗнчен пулни паллӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн пӗлтӗр ӑна темиҫе хут та явап тытарнӑ.
Шупашкар районӗнчи коммунистсем Социаллӑ пулӑшу центрӗ уҫнӑ. Вӑл Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, центра пыракансем хӑйсене килӗшнӗ тумтире, пушмака, ача-пӑча валли теттесем суйласа илме пултараҫҫӗ.
Центрӑн ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен. Вӑл тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлӗ.
Сӑмах май каласан, Социаллӑ пулӑшу центрӗнче кирек кама та хапӑл туса кӗтсе илӗҫ. Тӑхӑнма чиперех, анчах хӑвӑра кирлӗ мар япаласене илсе пырсан савӑнӗҫ тата тав тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |